Çамрăк пушарнăйсем - иккĕмĕш вырăнта

1961 çулта Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракасси ялĕнче пысăк инкек пулса иртнĕ - вырăнти шкул çурчĕ çунса кĕлленнĕ. Çав хăрушă пушар 110 çын пурнăçне илсе кайнă, ун чухне 80 çемье çывăх çыннисене çухатнă. Яланлăхах куçĕсене хупнисене тăванла масарта пытарнă. Инкек пулнă вырăнта 1994 çулта лартнă палăк умĕнче кашни çулах хисеплĕ хурал тăрать.

Çавăнпа пĕрлех Хуракассинчи инкеке аса илсе Чăваш Республикинче 22 çул хушши çамрăк пушарнăйсем хушшинче ăмăртусем иртеççĕ. Акă, кăçал та ноябрĕн 10-мĕшĕнче "Промтрактор-Пром-лит" ООО спортпа тренировка комплексĕнче республикăри 15 районпа хуларан пухăннă 30 команда ăмăртăва хутшăннă.

Чи малтанах çамрăк пушарнăйсене РФ МЧС республикăри Тĕп управленийĕн начальникĕ Станислав Антонов, вĕрентỹпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Сергей Кудряшов, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракасси ялĕнчи вăтам шкул директорĕ Дмитрий Ефимов сăмах илнĕ, вĕсем спортсменсене çĕнтерỹ суннă. Çавăнпа пĕрлех Хуракассинче шар курнисене аса илсе ăмăртăва пухăннисем пĕр минут шăп тăнă.

Ăмăртусен условийĕсемпе килĕшỹллĕн пулас пушарнăйсем 3 ушкăнра тупăшнă. 1-мĕш ушкăнра 12-13 çулхи ачасем ăмăртнă, вăтам ушкăнра - 14-15 çулхисем, аслă ушкăнра - 16-17 çулхи çамрăксем мала тухассишĕн тăрăшнă. Çамрăк пушарнăйсен 100 метрлă чăрмавлă дистанцине чупса тухса пушар машинин пыршине сармалла та штурм картлашкипе вĕрентỹ башнин 2-мĕш ху-тĕнчи чỹречене кĕмелле пулнă.

Асăннă ăмăртусенче пирĕн район та кашни çулах хутшăнать. Кăçал район чысне Комсомольски 1-мĕш вăтам шкул команди хỹтĕлерĕ, вĕсем ялти ушкăнсем хушшинче 2-мĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Çĕнтерỹçĕсене кубоксемпе хаклă парнесем парса чысланă.

(ХАМĂР ИНФ.).

Источник: "Каçал Ен"