Чăваш Республикинче Пĕтĕм тĕнчери ачасен кунне халалласа ноябрĕн 11-21-мĕшĕсенче "Ачасем тата çемье" акци иртрĕ. Акци вăхăтĕнче районта тĕрлĕ мероприяти йĕркелерĕç.
Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ те мероприятисенчен айккинче юлмарĕ. Ноябрĕн 20-мĕшĕнче ачасене право пулăшăвĕ памалли куна халалласа 1 "б" класра пĕлỹ пухакансемпе районти нотариаллă кантур нотариусĕ Любовь Степанова тĕлпулу йĕркелерĕ. Вăл тĕрлĕ юмахсене тĕпе хурса право калаçăвĕ ирттерчĕ. Любовь Витальевна ачасен мĕнле ти-вĕçсемпе ирĕксем пурри пирки туллин каласа пачĕ. Кĕçĕн çулхисен интересĕсене, прависене хỹтĕлес ыйтусене те уçăмлатрĕ. Вĕренекенсен "мĕншĕн?", "хăçан?", "мĕнле?" ыйтăвĕсем çине туллин хуравларĕ.
- Ачасен хăйсен прависене лайăх пĕлмелле, аслисене, пĕр-пĕрне хисеплемелле, саккуна пăхăнса пурăнмлла. Çавна май ачасемпе право кунĕ йĕркеленин усси пурах, - терĕ пĕтĕмлетсе Любовь Степанова.
Е.ПУШКАРЕВА,
вĕрентекен.
Источник: "Каçал Ен"