Профориентаци эрни иртрĕ

Ноябрĕн 21-25-мĕшĕсенче республикăра профориентатор-волонтерсен "Твой выбор профессии" акци иртрĕ. Акцие кашни çулах йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Унăн тĕллевĕ - ачасене професси тĕнчипе паллаштарасси, ĕçченсен ĕçне çутатасси, пурнăçра професси суйласа илме пулăшасси.

Районта йĕркеленĕ акцире вăтам тата тĕп шкулсем, районти тĕп библиотекаĕçченĕсем хастар пулчĕç. 91 волонтер-профориентатор акцие хутшăнчĕ. Вĕсен йышĕнче - педагогсем, психологсем, библиотекарьсем, служащисем, вĕренекенсем.

Волонтерсем шкулсенче класс сехечĕсене хутшăннă, викторинăсем, конкурссем, вăйăсем, тренингсем йĕркеленĕ. Унпа пĕрлех вĕренекенсем районти тĕрлĕ учрежденисене çитсе курнă, унти ĕç-хĕлпе паллашнă.

Уйрăмах районти тĕп библиотека, Комсомольски 1-мĕш, Аслă Çĕрпỹел вăтам, Хирти Явăш тĕп шкулĕсен ĕçченĕсен тăрăшулăхне палăртса хăварас килет.

К.КОКШИН,

районти ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ.

Источник: "Каçал Ен"