Пĕрремĕш вĕрентекен çинчен

Нумаях пулмасть Чăваш Республикин вĕрентỹ институтĕнче эссесен "Манăн пĕрремĕш, юратнă учитель" конкурс çĕнтерỹçисене савăнăçлă лару-тăрура чысланă. Унта республикăри тĕрлĕ шкулсенче вĕрентекенсем, вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ хутшăннă.

Çак конкурсра пирĕн районти шкулсен вĕренекенĕсем те хастар пулнă. Акă, Тукай Мишер вăтам шкулĕнче 1-мĕш класра пĕлỹ пухакан Айдар Салахутдинов конкурсăн чи çамрăк участникĕ пулнă. Унсăр пуçне вăл кĕçĕн классенче вĕренекенсем хушшинче "Вĕренекенсем хăйсен пĕрремĕш учителĕ çинчен" номинацире 3-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Айдар хăйĕн пирвайхи вĕрентекенне, Чулпан Шайдуллинана, вырăсла тата тутарла тав сăмахĕ каланă.

Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнчи 8 "б" класс вĕренекенĕ Данил Титов вара презентаци кăтартса жюрие хăйĕн пĕрремĕш учителĕпе Людмила Гурьевна Галкинапа паллаштарнă.

Шкул ачисемсĕр пуçне конкурса вĕрентекенсем те "Учительсем хăйсен пĕрремĕш учителĕ çинчен" номинацире хутшăннă.

Çавăнпа пĕрлех ашшĕ-амăшĕ "Ашшĕ-амăшĕ ачан пĕрремĕш учителĕ çинчен" номинацире нумай ĕç тăратнине те йĕркелỹçĕсем уйрăмах палăртса хăварнă. Кашни номинацири чи лайăх ĕçсем вара çитес вăхăтра "Халăх шкулĕ" журналта пичетленсе тухĕç.

П.РОДИОНОВ.

Источник: "Каçал Ен"