"Час кода" - ăнăçлă акци

Раççей Федерацийĕн Вĕренỹ тата Çыхăну министерствисен пуçарăвĕпе декабрĕн 5-10-мĕшĕсенче çĕршыври, республикăри шкулсенче "Час кода" акци иртрĕ.

Унăн тĕллевĕ - çамрăксене программированипе, информаци технологийĕсемпе çыхăннă профессисемпе интереслентересси. Акципе çыхăннă пĕрремĕш урок 2014 çулта иртнĕ. Ун чухне акцие пурĕ 7,1 миллион ача хутшăннă пулсассăн, халĕ "Час кода" акцие 8,3 миллион ытла вĕренекен хутшăнать.

Асăннă акци вăхăтĕнче пур шкулта та, çав шутра пирĕн районта та, ятарлă информатика урокĕсем иртрĕç. Акă, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекенсемшĕн "Час кода" акци вăхăтĕнче йĕркеленĕ иформаци урокĕсем кăсăклă пулчĕç. Çак уроксенче ачасене программированипе, IT-сфера мĕнле аталаннипе, унта ĕçлени мĕнпе лайăхрах пулнипе, асăннă сферăн малашлăхĕпе тĕплĕн паллаштартăмăр. Чăннипех, паянхи кун шкулпа сывпуллашма хатĕрленекенсемшĕн çак информаци питĕ усăллă пулмалла. Ачасем айтишник специальноçне суйласа илесси ытларах аслисенчен, шкулти вĕрентекенсенчен килет. Сăмахран, хальхи вăхăтра пирĕн çĕршывра программировани енĕпе ĕçлекен специалистсем самаях çит-меççĕ. Официаллă кăтартусем тăрăх, асăннă сферăра 350-400 пин специалист кирлĕ. Çавăнпах пулĕ аслă вĕренỹ заведенийĕсенче IT-специальноçсемпе бюджет вырăнĕсене те çулсеренех 30 процент таран ỹстерсе пыраççĕ. 2018 çул тĕлне çак сферăри профессисем чи анлă сарăлнă тăватă професси йышĕнче пулмалла.

Акци вăхăтĕнче, декабрĕн 5-мĕшĕнче, "часкода.рф" сайтра ятарласа 1-3-мĕш классем, 4-7-мĕш, 8-11-мĕш классем валли программированире пĕрремĕш утăмсем тума пулăшакан онлайн-тренажерсем ĕçлерĕç. Пирĕн шкулта вĕренекенсем шăпах çак тренажерсемпе паллашрĕç, хăйсен ăсталăхне тĕрĕслесе пăхрĕç. Вĕренекенсемшĕн çакă кăсăклă çеç мар, пĕлỹ шайне ỹстерме пулăшакан мел те. Паянхи кун тĕлне "Час кода" - çав тери усăллă акци.

П.РОДИОНОВ,

Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ.

Источник: "Каçал Ен"