Викторинăра çĕнтернĕ

Çак кунсенче Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулне савăнăçлă хыпар çитрĕ. 11-мĕш класра пĕлỹ пухакан Алина Романова И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх педагогика университечĕ йĕркеленĕ "Педпоезд 5 плюс" блиц викторинăра 2-мĕш вырăна тухма пултарнă. Алинăна викторинăна хутшăнма биологи учителĕ Лариса Ивановна Ефремова хавхалантарнă. Педагогпа вĕренекен конкурса тĕплĕн хатĕрленни сая кайман. Вĕсене Дипломсем парса чысланă. Алина вĕренỹре "4" тата "5" паллăсемпе вĕренсе пырать. Тăтăшах конкурссене, викторинăсене, олимпиадăсене хутшăнать. Маттур хĕрĕн Дипломсемпе Хисеп грамотисем те нумай.

Л.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"