Фестиваль иртрĕ

 Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче ỹнер искусствин тата технологи урокĕсен районти 5 фестивалĕ иртрĕ.

Фестивале вĕрентекенсемпе ачасем хастар хутшăнчĕç. Акă, Кĕçĕн Çĕрпỹел вăтам шкулĕн педагогĕ Екатерина Антонова 6-мĕшсемпе, Петр Родионов (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ) 10-мĕшсемпе, Ирина Кокшина (Хырай Ĕнел вăтам шкулĕ) 5-мĕш "а" классемпе уçă уроксем ирттерчĕç. Вĕрентекенсем кашни урока хăйне евĕрлĕ те кăсăклă йĕркелерĕç.

Е.Антонова, Г.Петров, Л.Гибатдинова, С.Петрова, Г.Асейнова, Л.Шорникова педагогсем ирттернĕ мастер-классем пуриншĕн те интереслĕ пулчĕç.

Вăтам шкулта педагогсемпе ачасен ĕçĕсенчен йĕркеленĕ выставкăпа та кашниех кăсăкланса паллашрĕ.

Ф.ГАВРИЛОВ.

Источник: "Каçал Ен"