Комсомольскинчи 1-мĕш вăтам шкул официаллă сайчĕн чăвашла страници уçăлчĕ

Комсомольскинчи 1-мĕш вăтам шкул официаллă сайчĕн чăвашла страници ĕçлеме пуçларĕ. Эсир унта чăвашла хыпарсемпе пĕлтерÿсем, ваттисен сăмахĕсемпе чăвашла-вырăсла сăмахсар тупса вулама, ачасен пултарулăхĕпе, сăнÿкерчĕксен пуххипе паллашма, çавăн пекех ытти нумай информаци тупма пултаратăр.

Чăвашла страница çине куçас тесен шкул сайчĕн тĕп страници çинчи чăваш ялавĕ  çине е сулахай енчи юпари  САЙТĂН ЧĂВАШЛА ВАРИАНЧĔ кнопка çине пусмалла.

 

Чăвашла страница çине куçмалли тепĕр каçă http://www.sosh1-komsml.edu21.cap.ru/?t=hry&eduid=4373&hry=./4218/261928