Шахматла выляççĕ, çĕнтереççĕ

Январĕн 21-мĕшĕнче Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекенсем хушшинче шахмат вăййин тупăшăвĕ иртрĕ. Ăмăртăва кашни çулах йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Унăн тĕллевĕ - ачасене шахматла выляма вĕрентесси тата чи маттуррисене палăртасси.

Тупăшăва Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн ачисем те хастар хутшăнаççĕ. Пĕлтĕрхи ăмăртура эпир пĕрремĕш вырăна тухнăччĕ, кăçал та çĕнтерĕве алăран вĕçертмерĕмĕр. Чи маттур вылякансене вара палăртса хăварас килет. Василий Степанов, Рифат Шарафутдинов (8-мĕш "а" класс), Георгий Долгов (7-мĕш "б" класс), Данил Саванин, Аида Шарафутдинова (6-мĕш "а" класс) шахматла чăннипех те ăста выляççĕ. Вĕсем малашне те çитĕнỹсем тăвасса шанатпăр.

В.АВТОНОМОВ,

физкультура учителĕ.

Источник: "Каçал Ен"