Викторинăра палăрнă

Кăçал Чăваш Республикинче Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ пулнă май, январь уйăхĕнче "Фотоканикулы" викторина иртрĕ. Викторинăна 14 хулапа районта пурăнакан 101 вĕренекенпе педагог хутшăннă. Çак йышра пирĕн районти ачасем те пур. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлỹ пухакан Карина Игонина хăйĕн ушкăнĕнче, унăн ертỹçи, Владимир Гордеев, вĕрентекенсем хушшинче 3-мĕш вырăнсене йышăннă.

П.РОДИОНОВ.

Источник: "Каçал Ен"