Январĕн 23-мĕшĕпе февралĕн 23-мĕшĕсенче республикăра хỹтĕлевпе спорт ĕçĕсен уйăхлăхĕ иртет. Çавна май районти халăха социаллă пулăшу паракан центр вĕренекенсем хушшинче конкурс йĕркелерĕ. Ачасем çар техникин макечĕсене тĕрлĕ япаласенчен ăсталаса конкурса тăратнă. Жюри членĕсем тĕлĕннине пытармарĕç. Шкул ачисем самолетсем, танксем, карапсем хатĕрленĕ.
"Танки и бронетехника" номинацире Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлỹ пухакан Кирилл Пермяков (сăнỹкерчĕкре) çĕнтерчĕ. Настя Ананьева (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ) - иккĕмĕш, Ярослав Жуков (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ) виççĕмĕш вырăна тухрĕç. "Авиатехника" номинацире 1-4-мĕш классем хушшинче Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн 4-мĕш "б" класĕнче вĕренекен Тимофей Федоров ĕçне çитекенни пулмарĕ. Çак шкултах пĕлỹ пухакан Риваль Хайруллов, Ольга Соловьева иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç, Эллина Тумаланова (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ) - 3 мĕш вырăнта. 5-8-мĕш классенче пĕлỹ пухакансем хушшинче Иван Кузьмин çĕнтерỹçĕ пулчĕ, Аделя Каримуллина - 2-мĕш (иккĕшĕ те Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнчен). Руслан Ямальтдинов (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ) - виççĕмĕш. Яна Густомесова "Артиллерийское и пехотное вооружение" номинацире пĕрремĕш пулчĕ. "Военно-морской флот" номинацире Дмитрий Краснов (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ), Кирилл Иванов, Илона Дмитриева (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ) ĕçĕсем чи лайăххисем тесе палăртрĕç.
Çĕнтерỹçĕсене Хисеп грамотисемпе тата парнесемпе чысларĕç.
Л.ГАЛКИНА,
вĕрентекен.
Источник: "Каçал Ен"