«Янра, чăваш сăмахĕ» фестиваль-конкурс

Нарăсăн 14-мĕшĕнче Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче район шайĕнчи «Янра, чăваш сăмахĕ» фестиваль-конкурс пулса иртрĕ. Чăн-чăн уяв пулчĕ ку районти чăваш чăлхипе литературине вĕрентекенсемпе вĕренекенсемшĕн.

Уява районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи С.Г.Индюкова уçрĕ. Вăл чăваш сăмахне юратакансене уяв ячĕпе саламларĕ. Районти чи маттур та пултаруллă ачасем пуçтарăннăшăн хĕпĕртенине пĕлтерчĕ. Пурне те конкурсра ăнăçу сунчĕ.

Хăнасене Комсомольски 2-мĕш вăтам шкул директорĕ Е.Н.Савельев уяв ячĕпе саламласа тăван чĕлхене, йăла-йĕркене упраса хăварасси паянхи ачасенчен нумай килнине палăртрĕ: - Вĕренекенсемпе вĕрентекенсем пĕр-пĕринпе хутшăнса калаçни, пĕр-пĕрин пултарулăхĕпе паллашни, тĕрлĕрен конкурссенче ăмăртни мĕн тери паха. Эпир чăваш çĕрĕ çинче чăваш пулса çуралнишĕн мухтанма тивĕç. Мĕн тери пуян та янăравлă пирĕн чĕлхе!

Районти вĕрентÿ пайĕн методисчĕ С.П.Атласкина пухăннисене, уява хутшăнаканнисене пысăк пĕлтерĕшлĕ уявпа саламласа çитĕнÿсем сунчĕ.

Уява капăр тумлă хĕр ачасемпе арçын ачасем тулли кăмăлпа пуçтарăннă. Пĕри тепринчен илĕртÿллĕ. Тутар ачисем те кун пек конкурсран айккинче юлман. Тĕрлĕ поэтсен сăввисене илемлĕ те çепĕç, пуян та сăнарлă йĕркесене туйăмпа вуларĕç ачасем, залра ларакансене илемлĕ чăваш юррисемпе савăнтарчĕç.

Жюри членĕсем ачасен пултарулăхне икĕ ÿсĕмпехакларĕç: 5-мĕш классемпе 6-8-мĕш классем хушшинче тата виçĕ номинаципе: «Чи лайăх сăвă вулакан»; «Чи лайăх юрă юрлакан»; «Чи лайăх сценка, инсценировка лартакан».

Конкурса хутшăнас текенсем йышлă пулчĕç. Жюри членĕсене çĕнтерÿçĕсене палăртма çăмăлах пулмарĕ.

5-мĕш классем хушшинче «Чи лайăх сăвă вулакан» номинацире Даниил Тимофеев (Хырай Ĕнел вăтам шкулĕ) 1-мĕш вырăна тухма пултарчĕ, иккĕмĕш вырăна Софья Пушкина (Чурачăк вăтам шкулĕ) Анна Макарова (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ), виççĕмĕш вырăна Анастасия Носкова (Шурут вăтам шкулĕ), Мария Чумакова (Асанкасси вăтам шкулĕ) тухрĕç. «Чи лайăх юрă юрлакан» номинацире пĕрремĕш вырăна Лилия Калакова (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ) тивĕçрĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăна Татьяна Прокопьева (Нĕркеç вăтам шкулĕ) тата Анна Зверевăпа (Тăманлă Выçли тĕп шкулĕ) пайларĕç. «Чи лайăх сценка лартакан» номинацире Нĕркеç вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем В. Атлашевăн «Паян мĕнле кун?» сценкипе пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕç.

6 - 8-мĕш классем хушшинче «Чи лайăх юрă юрлакан» номинацире чи лайăххисен, пултаруллисен шутĕнче Анна Светопольская (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ), Дине Гимаева (Чĕчкен тĕп шкулĕ), Екатерина Шуряшкина (Чурачăк вăтам шкулĕ) пулчĕç. «Чи лайăх сăвă калакан» номинацире Татьяна Матросова (Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕ) пĕрремĕш вырăна, Дарья Голыева (Нĕркеç вăтам шкулĕ), Марианна Яковлева ( Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕ), Ангелина Пыркина (Шурут вăтам шкулĕ) иккĕмĕш вырăнсене, Айзиля Мингалиева (Тукай Мишер вăтам шкулĕ), Вита Фёдорова (Хырхĕрри тĕп шкулĕ), Ангелина Герасимова (Тăманлă Выçли тĕп шкулĕ), Евгений Смирнов (Хырай Ĕнел вăтам шкулĕ), Анастасия Крылова (Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕ), Дильназ Тазетдинова (Хирти Явăш тĕп шкулĕ), Галина Саванина (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ) виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç.

Çакăн пек кăсăклă конкурссем ирттерни савăнтарать, мĕншĕн тесен вĕсем тăван халăх литературипе тĕплĕнрех паллашма май параççĕ, ачасем хăйсен ăсталăхне кăтартма, кирлĕ таран аталанма пултараççĕ,

Конкурс çĕнтерÿçисем хăйсен пултарулăхне республика шайĕнче иртекен тупăшура тĕрĕслĕç. Вăл нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнче Шупашкарта иртет. Пултаруллă ачасене ăнăçу сунатпăр.