Ачасемпе çамрăксене кăмăл-сипет тата патриотизмла воспитани парас енĕпе тăрăшакан республикăри педагогсен обществăри статусне çĕклес, вĕсен чи лайăх çитĕ-нĕвĕсемпе паллаштарас тĕллевпе вĕренỹ институчĕ конкурс ирттерчĕ.
Унта Чăваш Республикинчи 24 муниципалитетран пурĕ 369 ĕç тăратнă, 516 педагог хутшăннă. Чылай материала автор коллективĕсем хатĕрленĕ. Конкурс 5 номинаципе иртнĕ. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн учителĕн Альбина Артемьеван ĕçĕ "Программа духовно-нравственного воспитания детей и молодежи" номинацире 3-мĕш вырăна тивĕçнĕ.
П.РОДИОНОВ.
Источник: "Каçал Ен"