Выставкăпа паллашма кăмăллă

Пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче Шупашкарта "ЭКСПО-КОНТУР" суту-илỹпе курав комплексĕнче регионсен хушшинчи "Çĕрулми-2017" отрасль выставки кăçал 9-мĕш хут уçăлчĕ.

Унта республикăра тата тулашри иккĕмĕш çăкăрпа унăн вăрлăхне туса илекенсем, тĕпчев ĕçĕ ирттерсе ăна упрама сĕнỹсем хатĕрлекен институтсен, минерал удобренийĕсемпе хими имçамĕ янтăлакан компанисен представителĕсем хутшăнчĕç.

- Субъектсем хăйсен таварне кăтартма пирĕн пата çуллен килеççĕ. Çĕрулми туса илекенсем, ăна тĕпчекенсем пĕр-пĕрин опычĕ çинчен каласа параççĕ. Кашнийĕн пĕр тĕллев - иккĕмĕш çăкăр тухăçне ỹстересси, унран тупăш нумайрах илесси, ĕçлекенсене шалу ытларах тỹлесси, - тенĕ Михаил Игнатьев.

Наука аталаннă май, малти вырăнта - республикăра çĕрулмин селекципе вăрлăх центрне ĕçе кĕртесси. "Слава картофелю" агрофирма ăна Елчĕк районĕнче хута ярасшăн. Вăл вăхăтра иккĕмĕш çăкăрăн чи паха вăрлăхне хамăр патăмăрта хатĕрлесе республикăра çеç мар, тулашра та сутма пултарăпăр.

Куравра Пĕтĕм Раççейри А.Лорх ячĕллĕ çĕрулми хуçалăхĕн наука-тĕпчев институчĕ те экспозици кăтартрĕ. Выставкăра "Здравствуй, милая картошка!" пултарулăх конкурсăн пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕç. Конкурса 3 хулапа 15 районтан 187 ĕç тăратнă. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Надежда Гладковăпа ЧР "Агро-Инновации" КУП директорĕ Николай Васильев ачасемпе коллективсене Дипломсемпе хаклă парнесем парса чысларĕç.

"Ах, картошка, объедение!" номинацире Комсомольски пĕрремĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Наталия Николаева (ертỹçи Петр Родионов) пĕрремĕш вырăн çĕнсе илме пултарнă.

Источник: "Каçал Ен"