Тĕл перессипе тупăшнă

18 çула çитмен çамрăксем хушшинче тĕл перес енĕпе Шупашкарта иртнĕ ăмăртăва республикăри районсемпе хуласенчен вунултă команда хутшăннă. Нарăсăн 16-18-мĕшĕсенче республикăри ДОСААФăн тирĕнче сакăрвунна яхăн хĕрпе яш тупăшрĕç. Çакăнтан пирĕн район та айккинче юлмарĕ.

Тĕл перессипе хĕрсен ăмăртăвĕнче Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Ю.Львова виççĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Командăсем хушшинче иртнĕ тупăшура асăннă шкул команди нумай очко пуçтарса иккĕмĕш вырăна тухма пултарчĕ.

П.РОДИОНОВ.

Источник: "Каçал Ен"