Çĕнтерỹçĕсем паллă

Республикăри технологи предмечĕн вĕрентекенĕсем хушшинче иртнĕ "Лучший урок технологии. В мире профессий" конкурсăн çĕнтерỹçисемпе призерĕсен ячĕсене палăртрĕç. Вĕсен хушшинче - Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ Алсу Абзалдиновна Валитова. Педагогсен хушшинчи конкурс икĕ турпа иртрĕ: куçăмсăр тата куçăмлă майсемпе. Пĕрремĕш тапхăр 2016 çулхи раштавăн 26-мĕшĕнчен пуçласа 2017 çулти кăрлачăн 31-мĕшĕччен пычĕ. Иккĕмĕшĕ, куçăмли - 2017 çулхи нарăсăн 17-мĕшĕнче пулчĕ.

Конкурса республикăри 64 вĕрентекен хăйсен ĕçĕсене тăратнă, вĕсенчен 17-шĕ, чи нумай балл пухнă педагогсем, иккĕмĕш тура тухрĕç.

Вĕсен вара хăйсен ĕçĕсене жюри членĕсем умĕнче презентаци хатĕрлесе кăтартмалла пулчĕ. Творчество ĕçĕсене конкурс темине уçма тата анализ тума пĕлнине шута илсе, оратор искусствине, культура тата презентацин оригиналлăхне тĕпе хурса хак пачĕç.

И.СОЛОВЬЕВА.

Источник: "Каçал Ен"