"Хальхи шкулсенчи математикăпа информатика урокĕсем" методика фестивалĕ кăçал республикăра 28-мĕш хут иртрĕ. Ăна йĕркелекенĕ - Чăваш Республикинчи вĕренỹ институчĕн математика кафедри. Асăннă мероприятие пирĕн математика вĕрентекенĕсем те хутшăнчĕç.
Математикăпа информатика учителĕсен черетлĕ фестивальне хальхинче Элĕк районне пуçтарăнчĕç. Мартăн 15-мĕш тата 17-мĕш числисенче иртнĕ фестивальте республикăри 13 районпа 5 хулари математика, информатика, физика, географи, хими тата истори вĕрентекен 178 çын хĕрỹллĕ тупăшрĕ. Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ тата Юнтапари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулсенче 132 уçă урокпа класс тулашĕнчи мероприятисем пулчĕç, вĕсенчен 109-шĕ - конкурс ĕçĕ, 23-шĕ - презентаци.
Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнчи информатика учителĕ Петр Родионов "Право и этикет в Интернете" информатика урокĕ тата "Своя игра по информатике" класс тулашĕнчи мерориятие хутшăнчĕ. Тукай Мишер вăтам шкулĕнчи Гелия Айсына вĕрентекен "Компьютерные сети" информатика урокĕ ирттерчĕ. Урмаел вăтам шкулĕн вĕрентекенĕсем Гульнафис Азмуковăпа Алина Фасхутдинова математикăпа хими предмечĕсемпе "Сплавы, растворы, смеси" темăпа интеграллă урок йĕркелерĕç. Гульнафис Сабирзяновнăпа Алина Феритовна "Интеграллă урок" номинацире 3-мĕш степеньлĕ Диплома тивĕçрĕç. Çĕнтерỹçĕсене саламлатпăр, малашне те творчествăра ăнăçусем сунатпăр.
Г.АЗМУКОВА.
Источник: "Каçал Ен"