Ирина "Кĕмĕл сасăн" ятарлă парнине тивĕçнĕ

"Кĕмĕл сасă" фестивале 2000 çултанпа ирттереççĕ. Çак кунсенче ăна Шупашкарти филармони залĕнче 18-мĕш хут йĕркеленĕ.Чăваш Енри, Пенза, Самар, Тюмень облаçĕсенчен, Тутарстанпа Пушкăртстанран килнĕ 28 юрăç тата 5 ансамбль куракансене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă.

Комсомольски районĕн чысне ку конкурсра районти культура çурчĕ çумĕнчи эстрадăпа вокал студине çỹрекен Ирина Тихонова тата искусство шкулĕн преподавателĕ Ольга Спиридонова хỹтĕленĕ.

Чи маттуррине палăртма çăмăлах пулман, çавăнпа жюри членĕсем пурне те дипломсемпе, асăнмалăх парнесемпе чысланă. Иринăпа Ольгăн дуэчĕ фестивале хастар хутшăннăшăн диплома тивĕçнĕ. Ирина уйрăм номерпе те сцена çине тухнă. Тĕлĕнмелле хитре сассишĕн, ăста юрланăшăн ăна кăçал Байкал çинче иртекен Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне хутшăнма ятарлă путевка-сертификат парнеленĕ. Чăннипех маттур пирĕн район пики, иртнĕ çул та вăл çавăн пек парне çĕнсе илсе Крым Республикинче Акатуйра пулнăччĕ.

Л.ГЕОРГИЕВА.

Источник: "Каçал Ен"