«Чĕвĕлти чĕкеçсене» чысларĕç

2017 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче «Чĕвĕлти чĕкеç – 2017» вăйă конкурсăн çĕнтерÿçисене чысларĕç.

Уява пуçтарăннă шкул ачисене, вĕсен вĕрентекенĕсемпе ашшĕ-амăшне Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн организаципе методика енĕпе ĕçлекен проректорĕ С.В. Петрова саламларĕ. Светлана Владимировна чи малтанах Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе салам сăмахĕ каларĕ, Раççей шайĕпе иртекен конкурса чăваш ачисем кăçал 14-мĕш хут хутшăннине аса илтерчĕ, чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçре «Чĕвĕлти чĕкеç» конкурсăн пĕлтерĕшне палăртрĕ.

Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе парнесем парса «Чĕвĕлти чĕкеç» конкурсăн оргкомитет председателĕн заместителĕ Г.В. Степанова, предмет комиссийĕн пайташĕсем А.С. Егоровăпа Е.А. Майков саламларĕç, малалла та çитĕнÿсем тума сунчĕç. Анна Семеновна «Чĕвĕлти чĕкеç» конкурсра чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем хăйсем те кăçал пĕрремĕш хут «вăй виçнине» палăртрĕ, çитес çул вара шкул ачисен ашшĕ-амăшне те çак вăййа явăçтарма шут тытнине пĕлтерчĕ.

Уява Шупашкар районĕн Чăрăшкасси шкулĕнче вĕренекенсем ăста ертсе пычĕç (руководителĕ – чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ А.М. Николаева), Шупашкар хулин 10-мĕш тата 50-мĕш шкулĕсенче вĕренекенсем (руководителĕсем – Е.В. Кузьмина, А.В. Петрова, Л.В. Анисимова, О.Н. Яковлева) юрă-сăвăпа савăнтарчĕç.

Комсомольскинчи 1-мĕш вăтам шкул вĕренекенĕсем çак конкурса хастар хутшăнчĕç. 95 маттур ача  чăваш чĕлхипе, литературипе, халăх историйĕпе тата культурипе панă ыйтусене хуравларĕç, хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕç. Вĕсенчен иккĕшĕ çĕнтерÿçĕ ятне илме тивĕçлĕ пулчĕç: Чернова Ульяна (4-б класс) тата Трофимов Станислав (4-а класс). Ачасене конкурса хатĕрленĕ вĕрентекенсем – Галкина Людмила Гурьевна тата Игонина Светлана Геннадьевна.

Эпир пултаруллă ачасене тата вĕсен ертÿçисене çак çитĕнÿпе саламлатпăр, малашне те ăнăçуллă пулма сунатпăр!