Интернет сиен ан кỹтĕр

Информаци технологийĕ пурнăçа питĕ хăвăрт кĕчĕ. Пĕр-пĕр ыйту сиксе тухсанах тỹрех Интернетпа çыхăнатпăр. Пускăча пуссах пин-пин çухрăма çыру вĕçтеретпĕр, пĕр-пĕрне курса калаçатпăр.

Компьютер тĕрлĕ ĕçре пысăк пулăшу парать, çапах та ун тỹнтер енĕ пирки те манмалла мар пирĕн. Интернетпа çыхăнса тĕрлĕ сайтсенче страницăсем уçни, унта харпăр-хăй даннăйĕсене вырнаçтарни хуçисемшĕн инкеклĕ килсе тухма, çак кăтартусемпе хăш-пĕр çынсем киревсĕр тĕллевпе усă курма пултараçĕ.

Çамрăксем Интернета пăхăнма пуçласа тĕрлĕ сайтсенче вăрах вăхăт ларни те пăшăрхану çуратма тивĕç. Ытларах вăйăсем выляса вăхăта ирттереççĕ вĕсем. Шухăш-ĕмĕтпе виртуаллă тĕнчере вĕçнĕ май вăхăт иртнине туясси çухалать, тĕллевсемпе ĕмĕтсем, тивĕçсем манăçаççĕ. Психологсем вăхăта вĕçĕмсĕр виртуаллă тĕнчере ирттернине ухмаха тухнипе тан тесе çирĕплетеççĕ, вĕсене ĕçкĕпе иртĕхнипе, наркотике тата астармăш вăйăсене пуç çапаканпа пĕр шая лартаççĕ.

Интернет ачасен умне те хăрушлăх кăларса тăратать. "Хура списокри" сайтсенчи киревсĕр информаци вĕсен ăс-тăнне пăтратма, психики çине япăх витĕм кỹме пултараççĕ. Çарамас арçынсемпе хĕр-арăмсен сăнỹкерчĕкĕсем, усала вĕрентекен информаци пирки пырать сăмах.

Çамрăка тĕрлĕ киревсĕрлĕхрен асăрхаттарасси пирĕн, аслисен, тивĕçĕ. Ачана компьютер умĕнче палăртнă вăхăт анчах лартмалла. Социаллă сетьсемпе кăсăкланакан ачасене уйрăмах пысăк хỹтлĕхпе тивĕçтерме ыйтас килет. Интернетра информаци тĕлĕшĕпе çирĕп чикĕ пулсан, ача компьютер умĕнче мĕн вăхăт хушши ларнине аслисем сăнасах тăрсан çул çитменнисем преступниксен серепине лекмĕç.

Интернет уçлăхĕнче "вĕçме" кăмăллакан ачасем валли фильтрсем вырнаçтарма сĕнеççĕ интернет-провайдерсем. Вĕсем информацие "сиенлĕ" е "усăллă" ушкăнсене пайлаççĕ, блокировка лартаççĕ. "Ашшĕ-амăшĕн тĕрĕслевĕ" программа ача компьютер умĕнче ирттерекен вăхăта çирĕплетме, кампа çыхăну тытнине палăртма тата тĕрĕслеме май парать.

Çитĕнекен ăрăва тĕрлĕ киревсĕрлĕхрен асăрхасах тăрасчĕ. Пушă вăхăта вăл компьютер умĕнче мар, урамра уçăлса çỹресе, спорт секцийĕсенче е сывă пурнăç йĕркине тытса пыма май паракан ытти вырăнта ирттерме пултартăр.

З.ЧЕРНОВА, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ.

Источник: "Каçал Ен"