"Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш: ача панчи" видеоконкурс пĕтĕмлетĕвĕсем

"Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш: ача панчи" видеоконкурс вĕçленчĕ. Унта хутшăнма 800 çын ытла кăмăл тунă, анчах конкурса 500 ытла ĕçе çеç йышăннă. Жюри членĕсем вĕсене пăхса тухса пĕтĕмлетÿсем турĕç. "Чăваш халăх сăввисем", "Чăваш ачисен вăййисем" номинацисенче хутшăнакансем сахал пулнă пирки çĕнтрÿçĕсене пĕрер ÿсĕмре кăна палăртнă. Чăваш поэчĕсен сăввисене вулакансем питĕ нумай пулчĕç. Кунта Положенире палăртнă пекех килнĕ ĕçсене виçĕ ÿсĕмре хакланă. Конкурса пĕрремĕш хут Комсомольски районӗнчи Комсомольскинчи 1-мěш вăтам шкулта 2- мĕш ”б”класра вĕренекенĕсем хастар хутшăнчĕç. “Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш: ача панчи” регионсем хушшинчи видеоконкурса Александрова Арина П. Ялкирăн ”Çемье” сăввипе,  Алиуллина Арине П. Эйзинăн  ”Кам камран хӑрать”, Бугровский Андрей  А.Галкинăн ”Ик автан”,  Жуков Николай  П.Эйзинăн ”Пирӗн хыҫри вăрманта”,  Зейнутдинова Ильнара  А.Хумăн ”Кукамайӑн миҫе чӑх?”, Каюкова Инесса     Д.Гордеевăн ”Тытса юрат”, Максимова Анна Ю. Сементерĕн  ”Кӗнеке” сăввисемпе хутшăннине сертификатсем çирĕплетеççĕ.  Вĕсен ертÿçи — Матвеева Ольга Геннадьевна. Хутшăнакансен пултарулăхне "Шкулта" интернет – журналта  курма пулать.