Çутçанталăка сыхлассипе - фестиваль

Нумаях пулмасть Улатăр хулинче регионсем хушшинчи "Нам этот мир завещено сберечь" 5-мĕш методика фестивалĕ иртрĕ. Асăннă мероприятие Раççейри Экологи çулталăкне халалланă.

Чăваш Республикинчи Çутçанталăк тата экологи министерствипе "Присурский" патшалăх заповедникĕ ăна ачасемпе çамрăксенче экологи культурипе граждансен активлă позицине аталантарас тĕллевпе йĕркеленĕ. Унта Чăваш Енри хуласемпе районсенчи педагогсем хутшăнчĕç.

Пухăннисене ăшшăн саламланă хыççăн обществăлла организаци директорĕ Лидия Кольдина шкул историйĕпе паллаштарчĕ. Лидия Николаевна пирки калас пулсан, вăл кунта 1993 çултанпа тăрăшать. Хальхи вăхăтра шкулта 625 ача вĕренет. Вĕсене пурĕ 40 педагог пĕлỹ парать. Директор палăртнă тăрăх, шкулта сывлăха сыхлас ыйту çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Савăнăçлă мероприятире "Присурский" заповедник директорĕн çумĕ Наталья Панченко, "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕн директорĕн çумĕ Наталья Игнатьева тата Çĕмĕрлери ача-пăча пултарулăх центрĕн ертỹçи Елена Голованова сăмах илчĕç. Вĕсем республикăри хуласемпе районсенчи шкулсенчен килсе çитнĕ педагогсене ĕçре ăнăçу сунчĕç. Унтан хăнасене Улатăрти 7-мĕш шкул вĕренекенĕсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç.

Каярах конкурс урокĕсемпе мероприятисем пуçланчĕç. Вĕсем сакăр номинаципе иртрĕç. "Лучшее внеклассное мероприятие" номинацире Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн вĕрентекенĕсем палăрчĕç. Пухăннисене уйрăмах пирĕн педагогсем уроксене тĕплĕн ăнлантарса вĕсене кăсăклă тата темăна уçса пама пĕлни килĕшрĕ. Жюри членĕсем А.Н.Артемьевăна, О.Г. Матвеевăна тата П.В.Родионова 3-мĕш степеньлĕ Дипломсемпе чысларĕç.

Фестиваль ăнăçлă иртрĕ, вăл пуриншĕн те тухăçлă пулчĕ тесе шутлатăп.

О.МАТВЕЕВА.

Источник: "Каçал Ен"