Конкурсра çĕнтернĕ

Иртнĕ эрнере республикăра йĕркеленĕ "Я помогаю экономить" ỹкерчĕксен конкурсĕн çĕнтерỹçисене саламланă. Асăннă конкурсра Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче 11-мĕш класра пĕлỹ пухакан Станислав Макаров (ертỹçи Н.Игнатьева) ĕçĕ хăйĕн ỹсĕмĕнче чи лайăххи пулнă. Станислава Дипломпа тата "Читай-город" суту-илỹ магазинĕнче кĕнекесем туянма май паракан сертификат-парнепе чысланă.

Н.ЛЬВОВА,

вĕрентекен

Источник: "Каçал Ен"