Вĕренекенсем маттур

Кăçал Чăваш Енре - Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ. Çавна май çывăх çынсене халалланă мероприятисем, конкурссем, викторинăсем сахал мар йĕркелеççĕ.

Вĕсенчен пĕрне - Регионсем хушшинчи наукăпа тĕпчев тата пултарулăх ĕçĕсен "Кил ăшши" конкурсне шăпах март - апрель уйăхĕсенче ирттерчĕç. Асăннă конкурса Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче ăс пухакансем те хутшăнма кăмăл турĕç.   1-мĕш класра вĕренекен Виктория Степанова (ертỹçи А.Артемьева) конкурс дипломанчĕ пулса тăчĕ. Унăн ĕçĕ - чи лайăххи.

3-мĕш "б" класра вĕренекен Элина Тумаланова (ертỹçи О.Матвеева) - конкурс призерĕ. Кĕçĕн классенче çеç пĕлỹ пухаççĕ пулин те, хĕрачасем чăннипех те маттуррине палăртса хăварас килет. Çакăн пек çитĕнỹсем малашне те пулччăр.

А.АРТЕМЬЕВА,

вĕрентекен

Источник: "Каçал Ен"