Сильвина - çĕнтерỹçĕсен йышĕнче

Майăн 19-мĕшĕнче регионсем хушшинче иртекен "Яш-кĕрĕм тата коопераци - 2017" 16-мĕш наука конференцийĕн çĕнтерỹçисене наградăларĕç.

Конференци çĕнтерỹçисемпе лауреачĕсене, вĕсен ертỹçисене Леонид Таймасов профессор, Татьяна Евграфовăпа Артур Семенов доцентсем тата çамрăк ăсчахсен совечĕн председателĕ Ольга Городнова Хисеп грамотисем парса чысларĕç.Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Сильвина Лукина та çĕнтерỹçĕсен йышĕнче. Эпир Сильвинăна малти вырăна тухма пултарнăшăн чĕререн саламлатпăр, ăнăçусем сунатпăр.

П.РОДИОНОВ.

 

Источник: "Каçал Ен"