Çунатлă туссене пулăшар!

       Комсомольскинчи 1-мĕш вăтам шкулта 1-мĕш «а» класра вĕренекен ачасем урокра пирĕн патра пурăнакан кайăксене сивĕ хĕл кунĕсенче йывăр пулни çинчен калаçрĕç. Класс ертÿçи Светлана Геннадьевна сырăшсем тума сĕнсен шăпăрлансем хаваспах килĕшрĕç.

       Çак кунсенче вара илемлĕ сырăшсене урама илсе тухса çакрĕç. Унта кĕçĕн юлташсем валли тĕрлĕ апат - çимĕç хурса пачĕç. Лайăх ĕç тунăшăн пурте хĕпĕртерĕç.

       Эсир те, юлташсем, пирĕн çунатлă туссем çинчен манса ан кайăр, вĕсене пулăшăр!

 Кайăксене хĕлле йывăр –

Юр хупланă таврана.

Вĕсем валли сырăш тăвăр,

Чĕнĕр, кĕтĕр хăнана!

Фотоальбом