Конкурс çĕнтерỹçи - Никита

Иртнĕ эрнере Шупашкар хулинчи "НПП Бреслер" предприятире республикăри "Электроника 4.0" конкурс çĕнтерỹçисене чысларĕç. Çак йышра Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Никита Читнаев та пулчĕ. Вăл - I степеньлĕ Диплом хуçи. Никита "Беспроводные технологии и инфокоммуникации" темăпа мала тухрĕ.

Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене хаклă парнесемпе, Хисеп грамотисемпе чысларĕç.

Чи пахи вара - вĕренекенсем "НПП Бреслер" предприятипе паллашни. Тĕп директор Николай Ефимов предприяти историйĕпе, хăйсем хатĕрлекен продукципе, тĕпчев ĕçĕсемпе туллин паллаштарчĕ, вĕренекенсен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ.

П.РОДИОНОВ

Источник: "Каçал Ен"