"Енчен те эпĕ Президент пулнă пулсан…"

Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлỹ пухакан Никита Читнаев апрелĕн 6-8-мĕшĕсенче Раççейĕн çурçĕр хулине çитсе курнă. Вăл - Пĕтĕм Раççейри çамрăксен "Енчен те эпĕ Президент пулнă пулсан..." конкурс участникĕ. Сăмах май, проектсен конкурсĕн юлашки тапхăрĕнче жюри çĕршывăн 85 регионĕнчен килсе çитнĕ 30 пине яхăн ĕçе 4 номинацире пăхса тухса хак панă.

Финалистсем сывлăх сыхлавĕпе вĕренỹ, социаллă политикăпа тата ытти сферăсене мĕнле аталантармалли çинчен сăмах пуçланă. Никита вара çĕршыва, унти пурнăçа тулăхрах та пахарах тăвас тесен мĕн тумалли çине хурав шыранă. "Енчен те эпĕ Президент пулнă пулсан чăн малтан вĕренỹпе медицинăна тỹлевсĕр тунă пулăттăм", - палăртнă пултаруллă яш эссере. Çамрăк çавăн пекех налук пирки те аса илнĕ.

- "Капăрлăхшăн" текен налука хута ямалла, çамрăксем валли те "симĕс çул" пултăр, уйрăмах çамрăк специалистсем ĕçсĕр ларни, юлни вырăнсăр, - тет пултаруллă яш. Шел пулин те, Никита шăрçаланă эссе çĕнтерỹçĕсен йышне лекеймен, апла пулин те паха ĕçшĕн ача жюрин ятарлă призне тивĕçнĕ.

Амăшĕ, Алевтина Читнаева каланă тăрăх, Никита пĕрремĕш класранах "5" паллăпа çеç вĕренет. Вăл çавăн пекех шкул, район тата республика шайĕнчи конкурс-олимпиадăсене хутшăнать, унта вара яланах малти вырăнсемпе палăрать.

- Манăн икĕ ача. Асли, Никита, 9-мĕш класра, кĕçĕнни, Максим, 2-мĕш класра вĕренеççĕ. Санкт-Петербург хулине кайса килме пулăшнăшăн Комсомольски райповĕпе "Кооператор" ОООна чĕререн тав тăватăп, - терĕ Никита амăшĕ Алевтина Читнаева.

Хальлĕхе яш пулас профессине суйлайман-ха, апла пулин те вăл çĕршыва кирлĕ ырă ÇЫН, амăшĕшĕн вара çирĕп тĕрев пуласса шансах тăрăпăр.

А.ДЕНИСОВА.

Источник: "Каçал Ен"