Викторинăра çĕнтернĕ

Çак кунсенче регионра иртнĕ "Экологический календарь" интернет-викторинăна пĕтĕмлетнĕ. Ăна июньти экологи кунĕсене халалланă пулнă. Сăмах май, çĕртме уйăхĕ, чăн та, экологи кунĕсемпе пуян: 4-мĕшĕнче — Василиск тата Шăпчăк кунĕ. Пĕтĕм тĕнчери çут çанталăка сыхламалли кун та çулсерен асăннă уйăхăн 5-мĕшĕнче пулать. 6-мĕш июньте эпир эколог кунне анлăн паллă тăватпăр. Океан кунĕ, Исааки кунĕ, зоопаркри слонсене хÿтĕлемелли кун... Регионсен шайĕнчи улттăмĕш тура пурĕ 47 çын хутшăннă, вĕсенчен 19-ĕшĕ 13 тата ытларах балл пухнă. Интернет-викторинăна Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем, Кирилл Ефремовпа Александр Боровков, хутшăннă. Çамрăксем çĕнтерÿçĕсен йышне лекнĕ. Эпир вĕсене çак ятпа саламлатпăр, ăнăçу хыççăн ăнăçу тума çирĕп сывлăх сунатпăр.

П.РОДИОНОВ, вĕрентекен.