Терроризма çинчен калаçнă

Нумаях пулмасть Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче 7 «в» класра вĕренекенсен /класс ертÿçи В.Н. Петров/ «Антитеррор. Ачасен хăрушсăрлăхĕ» темăпа класс сехечĕ иртнĕ. Ăна ачасен терроризм пĕлĕвне анлăлатас, хăрушлăха хирĕç тăма вĕрентес, мĕнле мелсемпе терро-ристсенчен сыхланма пулни çинчен каласа парас тĕллевпе йĕркеленĕ.
Мероприятире ОБЖ учителĕ Г.Н. Миронов Бесланта, Мускавра, Хусанта иртнĕ террорист акчĕсем çинчен каласа панă, çакăн пек хăрушлăх сиксе тухсан ачасен хăйсене мĕнле тытмаллине, хăраса ÿкнĕ çынсем хушшине лексен, хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан япаласене асăрхасан мĕн тумаллине ăнлантарнă. Тимлĕ пулни, хуçасăр ларакан курупкăна е хăйне ăнланмалла мар тытакан çынна вăхăтра асăрхаса тивĕçлĕ мерăсем йышăнни нумай çыннăн пурнăçне çăлма пултарать-çке-ха.
Ачасем видеофильм курса питĕ пĕлтерĕшлĕ пĕтĕмлетÿ тунă: терроризм çинчен пĕлни кирлĕ, асăрханулăх чи малта пулмалла.
Г.МИРОНОВ.