Викторинăра мала тухнă

ЧР Вĕренÿ министерствин «ЮНИТЭКС» центрĕ Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ професси колледжĕпе пĕрле «Фотоканикулы» пултарулăх конкурсĕ ирттернĕ. Кăçал ăна сăн ÿкерессине шутласа кăларнăранпа 180 çул, Шупашкар хулине туса хунăранпа 550 çул çитнине халалланă.
Конкурса хутшăнакансен тĕрлĕ ĕçсем пурнăçламалла пулнă. Вĕсем ыйтусем çине хуравланă, фотоплакатсем, фотоафишăсем, фотофильмсем ха-тĕрленĕ, сăвăсем çырнă, пейзажлă тата пленэрлă сăнÿкерчĕксем тума хула урамĕсене тухнă тата ытти те.
Фотовикторинăн тĕп тĕллевĕ — шкул ачисене, студентсене тата педагогсене сăн ÿкерес ĕçпе интереслентересси, çак енĕпе вĕсен пултарулăхне аталантарасси. Паянхи кун сăн ÿкерес ĕç пирĕн пурнăçра пысăк вырăн йышăнать. Вăл пурнăçăн пур енне те пырса тивет, кашни профессирех хăйĕн вырăнне тупать. Çавна май сăн ÿкерме пĕлни кашниншĕнех питĕ пĕлтерĕшлĕ.
Конкурс питĕ хĕрÿ иртнĕ. Апла пулин те, пирĕн районтан хутшăннă ачасемпе педагогсем çĕнтерÿçĕсен йышне кĕме пултарнă. 1—4-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче ăс пухакан Екатерина Филиппова 3-мĕш вырăна тивĕçнĕ. 9—11-мĕш классен ачисем хушшинче Комсомоль-ски 2-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекен Виктор Владимиров çĕнтерÿçĕ пулса тăнă, Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче ăс пухакан Федор Александров 3-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Педагогсем те чи маттуррисен шутне кĕме пултарнă. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн учителĕсем Владимир Гордеевпа Светлана Орлова тата Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче вăй хуракан Галина Волкова 2-мĕш вырăнсене тухнă.
Çĕнтерÿçĕсене саламлатпăр, малашне те тĕрлĕ конкурссене хастаррăн хутшăнса мала тухма сунатпăр.
П.РОДИОНОВ.