2020 год – год славного юбилея, ведь нашей любимой республике исполняется ровно 100-лет! В рамках празднования знаменательной даты и плана мероприятий в МБОУ «Комсомольская СОШ №1» среди обучающихся 8 - 9 классов был проведен конкурс сочинений на тему «Моя республика – моя гордость».
Девочки и мальчики в своих работах писали о том, как выглядит карта нашей республики, о ее истории, о достопримечательностях и любимых местах для прогулок. Ведь приобщение к культуре и истории вызывает много положительных эмоций, радость узнавания нового об окружающем мире через реальную действительность и формирует желание бережно хранить всё, что связано с историей родного края.
Лучшими были признаны работы Ефремовой Валерии (8-б), Долговой Виктории (8-а), Тихоновой Лидии (9-б), Карсаковой Дианы (8-в), Макаровой Анны (8-а), Катиковой Марии (8-а). Далее можно ознакомиться отрывками из их сочинений.
- «Кăçал пирĕн республика хăйĕн 100 çулхи юбилейне паллă тăвать. Инçетри 1920-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче йĕркеленнĕ вăл. Маларах вăл автономиллĕ область шутланнă. Унăн пĕрремĕш ертÿçи Даниил Элмен пулнă. Шупашкар тĕп хула пулса тăнă.
Пирĕн Чăваш Республики илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Ун урлă мăнаçлă Атăл юхса выртать. Вăрмансемпе хирсем, кÿлĕсемпе пĕвесем ăна илем кÿреççĕ. Анлă уй-хирте тырă-пулă ешерет. Республика витĕр автомобиль тата чукун çулсем иртеççĕ» (Ефремова Валерия).
- «Кунта тĕлĕнмелле лайăх халăх пурăнать. Вĕсем тараватлă, ĕçчен тата сăпайлă. Чăвашсем, вырăссем, тутарсем тата ыттисем пĕр-пĕринпе килĕштерсе, вăрçăнмасăр республикăна малалла аталантараççĕ. Вĕсен ачисем пĕрле шкулта пĕлÿ пухаççĕ, тĕрлĕ ăмăртусенче, конкурссенче палăраççĕ.
Паянхи кун Чăваш Республики самай аталаннă регион. Ял хуçалăхĕ, заводсемпе фабрикăсем тăрăшса ĕçлеççĕ. Хуласемпе ялсем малалла аталанаççĕ. Çирĕплетсех калама пулать: пирĕн тăван республикăн пуласлăхĕ пысăк! Эпир ăна юрататпăр, унăн çитĕнĕвĕсемпе мăнаçланатпăр! Чăваш юррипе, чăваш тĕррипе, чăваш ялавĕпе савăнатпăр! Çапла пултăр!» (Тихонова Лидия).
- «Чăваш Республики анлă Атăл хĕрринче вырнаçнă. Кунта илемлĕ хуласемпе ялсенче тĕрлĕ халăх çыннисем пурăнаççĕ. Тăван республикăн тĕп хули – Шупашкар. Пĕлтĕр çеç эпир унăн 550 çулхи юбилейне анлă паллă турăмăр.
2020 çулта вара республикăра пурăнакансем тепĕр пысăк уяв ирттерĕç. Чăваш автономиллĕ облаçне туса хунăранпа шăпах пĕр ĕмĕр çитет. Мĕншĕн тесен ăна 1920 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче йĕркеленĕ. Шупашкар унăн тĕп хули пулса тăнă. Каярахпа унăн ячĕ – ЧАССР, 1991 çултанпа вара – Чăваш Республики.
Паянхи кун республикăра пĕр миллион та виç çĕр пин çын ытла. Вĕсем 1723 ялсемпе хуласенче е хула евĕрлĕ поселоксенче пурăнаççĕ. Кашни çын хăй пурăнакан вырăнпа мухтанать. Тĕрĕссипе каласан, пирĕн енчи çут çанталăк чăннипех илемлĕ! Ялсемпе хуласем те кашни çул хăтлăланса пыраççĕ. Çĕнĕ çулсем туни, çĕнĕ çуртсем хăпартни, каши киле çут çанталăк газĕ çитни чуна савăнтарать. Халĕ ялта пурăнмалли условисем хуларисенчен пĕрре те япăх мар». (Долгова Виктория)
- «Эпир хамăр тăван Чăваш республикине юрататпăр, кунта пурăннишĕн савăнатпăр. Андриян Николаев космонавтпа, Геннадий Никандрович Волков ăсчахпа, Ардалион Игнатьев пĕрремĕш чăваш олимпиецĕпе таты ыттисемпе мухтанатпăр. Çĕр çинче Чăваш Республикин ĕмĕрĕ вăрăм пултăр! Ку вара пиртен те килет. Шкул вĕренсе тухсан, аслă шкул пĕтерсен эпĕ кунтах юласшăн, тăван еншĕн усăллă çын пуласшăн!» (Карсакова Диана»
- «Кăçал пирĕн республика хăйĕн 100 çулхи юбилейне паллă тăвать. Нумай-и çакă, сахал-и? Ман шутпа, ĕмĕр хушши аталаннă республика пурнăç çул-йĕрне хаклама вăхăт.
Революциччен çĕр çинче чăваш халăхĕн нимĕнле республика та, паллах, пулман. Атăл тăрăхĕнчи чăвашсен ытларах пайĕ Чĕмпĕр тата Хусан кĕпернисенче пурăннă. Чăваш халăхне, чăваш чĕлхине аталантарас текен влаç органĕсем пулман. Тутарсем тата пушкăртсем хăйсен республикине йĕркелесен чăвашсем те ку ыйтăва çĕкленĕ. 1920 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче вара Чăваш автономи облаçне туса хунă. Ку пулăм чăваш халăхĕшĕн савăнăçлă хыпар пулнă.
100 çул хушшинче пирĕн республика Раçейĕн ытти регионĕсем хушшинче хăйне çирĕп туять. Мухтанмалли сахал мар. Улма-çырла, хăмла, тĕш-тырă, çĕр улми туса илессипе эпир малтисен йышĕнче. Хуласен çеç мар, ялсен сăн-сăпачĕ те кунран-кун лайăх енне улшăнса пырать. Кашни яла асфальт çул сарнă, çĕнĕ шкулсемпе больницăсем, ача сачĕсем хăпараççĕ. Ял çыннине çут çанталăк газĕ çуртсене ăшăтни савăнтарать». (Катикова Мария)
- «Çавăн пекех эпир спортри çитĕнÿсемпе савăнатпăр. Писательсемпе поэтсем, художниксем, музыкантсем культура шайне ÿстерес тесе тăрăшаççĕ. Уйрăмах мана Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕн пултарулăхĕ килĕшет. Вĕсем тĕрлĕ çĕр-шывсенче пулса куракансене чăвашсен культурипе паллаштараççĕ. Чăн та, питĕ пысăк маттурсем вĕсем!
Эпĕ шутланă тăрăх, пирĕн республикăн пуласлăхĕ пысăк та çутă. Эпир, паян шкулта вĕренекенсем, ыран ăна аталантарăпăр. Асаттесен пилне асра тытса пырсан кăна тума йывăр та пулмĕ. Пирĕн хамăр тăван республикăпа мухтанмалла! Юлашкинчен манăн П.Хусанкай сăмахĕсене аса илес килет: «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!». (Макарова Анна).