Регионсем хушшинчи интернет-олимпиадăра палăрнă

Регионсем хушшинчи интернет-олимпиадăра палăрнă

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ шкул ачисене чăваш чĕлхипе, литературипе тата культурипе кăсăклантарас, ачасене халăх культурипе, ăс-хакăлпа шухăш-кăмăл пуянлăхĕпе паллаштарас тĕллевпе интернет олимпиада ирттерчĕ. Регионсен интернет олимпиадине Чăваш Республикин тата республика тулашĕнче ĕçлекен вĕренÿ организацийĕсен 5–11 класĕсенче вĕренекен çич çĕре яхăн ача хутшăнчĕ. Комсомольскинчи 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсем те çак мероприятие хастар хутшăнчĕç. Николаева Елизавета (5к), Щетинкина Юлия (7б), Громова Диана (8б) призерсен шутне кĕме пултарчĕç. 9-мĕш классенче вĕренекен Соловьева Яна тата Чернова Ульяна çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕç.  Олимпиадăна хутшăннă хĕрсене саламлатпăр, вĕренÿре ăнăçу, хастарлăх сунатпăр!