С.А. Жукова,
В.Г. Гордеев
Нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче Шупашкар хулинче чăваш чĕлхипе тата
литературипе Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн регионти тапхăрĕ иртрĕ. Унта
Комсомольскинчи 1-мĕш вăтам шкулти 10-мĕш класра вĕренекен Валерия Ефремова
тата Софья Терентьева хутшăнчĕç. Пултаруллă хĕрсем тăван чĕлхене, унăн
вăрттăнлăхĕсене аван пĕлнине çирĕплетме пултарчĕç. Софья Терентьева (вĕрентÿçи
– С.А. Жукова) призер ятне çĕнсе илчĕ. Вĕренÿре
Софья хастар та тăрăшуллă пулнипе палăрса
тăрать. Малашне те эпир ăна, унăн ертÿçине çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунатпăр!