Пĕтĕм чăваш диктантне хутшăнтăмăр

Пĕтĕм чăваш диктантне хутшăнтăмăр

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, аслă çутта кăлараканăмăр Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кун, хăйне чăваш тесе шутлакансем Чăваш чĕлхи кунне паллă тăваççĕ. Пин-пин çул аталанса, ламран лама куçса пырса пирĕн вăхăта çитнĕ илемлĕ те илĕртÿллĕ, çепĕç те янăравлă чăваш чĕлхине хисеплесе уявлаççĕ.. Çак питĕ авалхи, çав вăхăтрах питĕ çамрăк чĕлхепе калаçни пирĕншĕн пысăк телей! Чăваш чĕлхи, чăваш тĕрри, чăваш юрри-кĕвви пирĕн халăхăмăрăн иксĕлми пуянлăхĕ пулса тăчĕç. Вĕсене малашне килекен ăрусем валли упраса хăварасси - паянхи кун пурăнакан кашни чăвашăн тивĕçĕ. Пĕтĕм яваплăха туйса çак пархатарлă ĕçе тивĕçлĕн пурнăçламалла.

Атăл аттемĕр шывĕ пек вăрăм кун-çул, хурçă пек çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал сунатпăр! Пуçарнă ĕçĕрсем пурнăçа кĕччĕр, пурнăç çулĕ çинче ырри-лайăххи кăна тĕл пултăр, пуçăрсем çине çурхи ăшă çумăр пек телей çутăр! Пурне те паянхи пысăк уяв ячĕпе чунтан саламлатпăр!

 Çак кун вуннăмĕш хут «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» вĕренÿ акцийĕ иртет. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси. Кăçалхи акцие Чăваш чĕлхи кунне тата Чăваш Республикинчи Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалланă.

Диктант текстне паллă çыравçă, журналист, ăсчах, педагог Константин Петров çырнисем тăрăх йĕркеленĕ. Текст чăваш чĕлхине тĕнче уçлăхне çити çĕклесе чăваш халăхĕ пирки пĕтĕм тĕнчене пĕлтернĕ Улăпăмăр, икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ ятне тивĕçнĕ Шуршăл ачи – Андриян Николаев космонавт летчик çинчен.

Çак Диктанта Комсомольскинчи 1-мĕш вăтам шкул вĕренекенĕсемпе вĕрентекенĕсем те тăрăшсах çырчĕç. Акцие пур класри ачасем те хутшăнма кăмăл турĕç. Диктант çыракансен йышĕ çулсерен ÿссе пыни тăван чĕлхе вĕрентÿçисене савăнтармаллипех савăнтарать. Пĕтĕм чăваш диктантне кăçал пурĕ 57 ача хутшăнма кăмăл турĕ. Чăваш чĕлхипе литератури учителĕсем кăçал экспертсем пулса малтан диктант çыртарчĕç, кайран вара тĕрĕслесе пĕтĕмлетÿ турĕç. Шкул ачисенчен 3-шĕ «5» паллă илчĕ, «4» паллă илекенсен шучĕ 34 пулчĕ, ыттисем - «3» илнисем.

Пурне те ăнăçлă ĕçленĕ ятпа саламлатпăр! Малалла та хастар пуласса шанатпăр!