Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Хырай Ĕнел ялĕн культура керменĕнче чăваш халăх поэтне В.В.Туркая халалласа „Туркай вулавĕсем-2022” Республикăри IV-мĕш поэзи фестивальне йĕркелерĕç. Ÿнăн тĕллевĕпе задачисем çаксем пулчĕç:
- Ачасен пултарулăхне туптама пулăшасси;
- Ачасен чăвашла вĕренес туртăмне çĕклесси;
- Чĕлхе пуянлăхне туйма пулăшасси;
- Илемлĕ пуплев ăсталăхне аталантарасси;
- Чăваш чĕлхине упраса хăварас ыйту çине тимлесе пăхтарасси, ăна пуянлатса пыма хавхалантарасси.
Фестиваль Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем
хушшинче иртрĕ. 5-11 классенче пĕлÿ пухакансем В.Туркай шăрçаланă
хайлавсене пăхмасăр каларĕç. Конкурсантсене классем тăрăх виçĕ ушкăна уйăрчĕç.
Жюри членĕсем хайлавсене пăхмасăр каланă чухне конкурсантсем чăвашла тĕрĕс те илемлĕ, килĕшÿллĕ те çыпăçуллă вуланине хакларĕç. В.Туркай тĕнчине кĕрсе кайса хайлав шухăш-кăмăлне, туйăмне, чĕлхе пуянлăхне, сăмах вăй-хăватне кăтартма пĕлнине шута илчĕç.
Комсомольскинчи 1-мĕш вăтам шкултан та Фестивале хутшăнма кăмăл турĕç. Хастар ачасем – 5к класра вĕренекен Шуряшкина Анна (ертÿçи – Жукова С. А.) тата 8б класри Громова Диана (Гордеев В.Г.). Маттур хĕрсем хăйсене лайăх енчен çеç кăтартрĕç, Валерий Туркай (вăл жюрине ертсе пычĕ) кăмăлне кайрĕç. Аннăпа Диана хăйсен ушкăнĕсенче Фестиваль çĕнтерÿçисен ятне çĕнсе илчĕç! Чăннипех те эпир вĕсемпе мухтанатпăр, вĕренÿре тата ку йышши ăмăртусенче ăнăçусем сунатпăр!