Паян – Пĕтĕм
тĕнчери тӑван чĕлхе кунĕ. Ҫак куна 1999
ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ЮНЕСКОн Генеральнӑй конференцийӗн 30-мӗш сессийӗнче палӑртма
йышӑннӑ. Чӗлхесен тата культурӑсен пуянлӑхне упраса хӑварас тата аталантарас
тĕллевпе 2000-мĕш ҫултан уявлаҫҫĕ.
Чĕлхере халӑх
кӑмӑлĕ, шухӑшĕ, туйӑмĕ, сӑнарлӑхĕ палӑрать. Тӑван чĕлхене пĕлекен ытти
чĕлхесене те хисеплет. Тӑван ҫĕр-шыва юратасси тӑван чĕлхерен, анне сĕчĕпе кĕнĕ
чĕлхерен пуҫланать. Чĕлхе çын ăс-тăнне йĕркелет, тавра курăмне аталантарать.
Кашни халăх чĕлхине шута хуни тата хисеплени тĕнчере тăнăçлăха упраса хăварма
пулăшать. Çак пулăм вара чĕлхесене упраса хăварас тата аталантарас тивĕçе аса
илтерсех тăрать.
Тӑван чĕлхене
лайӑх пĕлни тепĕр чĕлхене вĕренме, унӑн уйрӑмлӑхĕсене тĕплĕнрех ӑнланма, ҫавна
май ытларах пĕлӱ туянма пулӑшать. «Пĕр 5-6 ҫул хушшинче Европӑри тĕп чĕлхесене
пурне те вĕренме пулать. Пĕр чĕлхене вара ĕмĕр тӑршшĕпех вĕренес пулать. Ку вӑл
– тӑван чĕлхе», – тенĕ Вольтер.
Чăвашăн
авалтанпах хăйĕн чĕлхи пулнă. Пирĕн мăн асаттесем пин çул каяллах чăвашла
калаçнă, тăван чĕлхене ламран лама, йăхран йăха халалласа пынă, куç пек упраса
пурăннă. Эпир те мăн асаттемĕрсен ятне ярар мар – тăван чĕлхене манар мар!
Тӑван чĕлхе пуянлӑхĕшĕн, унӑн тасалӑхĕпе илемĕшĕн, пуласлӑхĕшĕн тӑрӑшар!
Сире пурсăра та Тăван чĕлхе кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатпăр! Тăван сăмах вăйĕ-хăвачĕпе çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунатпăр! Уяв ячĕпе!