И. Я. Яковлев - чăваш халăхĕн Улăпĕ
Комсомольскинчи 1-мĕш вăтам шкулта чăваш
чĕлхипе литература ик эрнелĕхĕ пуçланчĕ. Ăна чăваш халăхне çутта
кăларакан, чăваш çырулăхне йĕркелекен И. Я. Яковлев çуралнăранпа 175 çул
çитнине халалланă. Палăртнă вăхăтра тĕрлĕ мероприятисем ирттерме шутланă.
Ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче 5-11-мĕш классенче
вĕренекенсем «И. Я. Яковлев - чăваш халăхĕн Улăпĕ» онлайн-викторинăна
хутшăнчĕç. Ăна Комсомольски администрацийĕн вĕрену пайĕ йĕркеленĕ. Ыйтăвĕсене
Комсомольскинчи 1-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен
Владимир Геннадьевич Гордеев хатĕрленĕ.
Иван Яковлевич Яковлев - чăваш халăхне
çутта кăлараканĕ, аслă вĕрентекенĕмĕр. Вăл чăваш çырулăхне, литературине
аталанма çул уçаканĕ. Иван Яковлев чăваш алфавитне тунă, букварь хатĕрленĕ,
ачасем валли калавсем çырнă, шкулсем уçнă. Чăваш ачисене чăвашла та, вырăсла та
çырма, вулама вĕрентнĕ. Эпир ăна асра тытатпăр. Кашни çул И.Я.Яковлев çуралнă
кун Чăваш чĕлхи кунне уявлатпăр.