Асамлă уй

Асамлă уй
Асамлă уй



Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче чăвашсен Улăпĕ И.Я. Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитет. Вăл уçнă Чĕмпĕр чăваш шкулĕ хреçчен ачисемшĕн чăн-чăн пурнăç университечĕ пулнă. И.Я. Яковлевăн чăваш халăхĕшĕн тунă пархатарлă ĕçĕсем çинчен Раççейре çеç мар, ытти нумай çĕршывра та пĕлеççĕ.

   И.Я. Яковлев 175 çул тултарнине халалласа Жукова С.А. 6-мĕш «а» класра «Асамлă уй» вăйă урокĕ ирттерчĕ. Чăваш сăмахĕсене пĕлтерĕшĕ тăрăх тĕрĕс пĕлсе калама çăмăлах пулмарĕ. И. Я. Яковлев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне лайăх пĕлнине ачасем йывăр тупăшура тепĕр хут çирĕплетсе пачĕç. Акчурин Кирилл, Ефремова Ева, Казакова Ульяна тата Можаев Роман чи пултаруллисем пулчĕç.

    «Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук»,- тенĕ аслă вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлев. Усăллă тата пĕлтерĕшлĕ пулчĕ тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи урокĕ улттăмĕшсемшĕн