Чăваш чĕлхин историйĕ

Чăваш чĕлхин историйĕ
Чăваш чĕлхин историйĕ



Ача тăван чĕлхене мĕн чухлĕ лайăхрах, тарăнрах пĕлет, унăн шухăшлавĕ те тарăнланса, аталанса пырать. Тăван çĕр-шыва, тăван халăха юратасси те çак шухăшлавпа таччăн çыхăннă. Çавăнпа ачана шкулта хăйĕн тăван чĕлхипе вĕрентес пулать, унăн пĕлĕвне чи малтан тăван чĕлхепе усă курса аталантарса пымалла.

Ачасене чěлхе мěнле аталанса пынипе, сăмах йышě майěпен улшăнса, пуянланса пынипе тата чěлхен ытти пулăмěсемпе паллаштарни чěлхе çине анлă пăхма вěрентет, вěренекенсен тěнче курăмне сарать. Вырăссен паллă чĕлхеçи тата меслетçи Ф. И. Буслаев çапла çырнă: «Тăван чĕлхене лайăх пĕлни шкул ачин мĕн-пур пуянлăхне ÿстерет, халăхлăх туйăмне аталантарать».

Тăван чěлхене вěренсе шкул ачи хăйěн пěлěвне ÿстерет, ун саккунěсене пěлни вара тěрěс шухăшлама хăнăхтарать. Шухăшлама пěлни, паллах, тăван чěлхене çеç мар, ытти пур предмета та вěренме пулăшать. Çакă вара ÿлĕмрен халăх ěçне туса пынă чухне те кирлě.

Çакăн пирки калаçрĕç те ĕнтĕ шкул ачисем класс тулашĕнчи паянхи мероприяти вăхăтĕнче. Вĕçĕнче вара пĕтĕмлетÿсем турĕç. Чăваш чĕлхин историйĕ — чăваш чĕлхи хăш вăхăтсенче еплерех пулни тата çавна йĕрлесе тухни. Паллах, нихăш чĕлхе те пĕлĕтрен йăтăнса анмасть. Хуть те мĕнле тарăн аваллăха пăхса тухсан та, яланах татах та авалраххи пур. Чăваш чĕлхине вара хăçан тĕнчере «чăваш» сăмах çуралать, çав вăхăтран пăхса тухни вырăнлă.