Пĕтĕм чăваш диктантне ҫыртăмăр

Пĕтĕм чăваш диктантне ҫыртăмăр



Чăваш халăхне ҫутта кăларнă И.Я. Яковлев ҫуралнăранпа 175 ҫул ҫитнине, Раççей Федерацийĕн педагогпа ăс паруçă ҫулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2023» акци ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче иртрĕ.

Пин-пин çул аталанса, ламран лама куçса пырса пирĕн вăхăта çитнĕ илемлĕ те илĕртÿллĕ, çепĕç те янăравлă чăваш чĕлхине хисеплесе уявлаççĕ.. Çак питĕ авалхи, çав вăхăтрах питĕ çамрăк чĕлхепе калаçни пирĕншĕн пысăк телей! Чăваш чĕлхи, чăваш тĕрри, чăваш юрри-кĕвви пирĕн халăхăмăрăн иксĕлми пуянлăхĕ пулса тăчĕç. Вĕсене малашне килекен ăрусем валли упраса хăварасси - паянхи кун пурăнакан кашни чăвашăн тивĕçĕ. Пĕтĕм яваплăха туйса çак пархатарлă ĕçе тивĕçлĕн пурнăçламалла.

Атăл аттемĕр шывĕ пек вăрăм кун-çул, хурçă пек çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал сунатпăр! Пуçарнă ĕçĕрсем пурнăçа кĕччĕр, пурнăç çулĕ çинче ырри-лайăххи кăна тĕл пултăр, пуçăрсем çине çурхи ăшă çумăр пек телей çутăр! Пурне те паянхи пысăк уяв ячĕпе чунтан саламлатпăр!

Паянхи акцие йĕркелесе пыракансем – Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Тăван радио, Чăваш Республикин наци библиотеки, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ.

Акцин тĕп тĕллевĕ – халăха чăваш чĕлхине вĕренме явăçтарасси, пуплев культурин шайне çĕклесси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне Чăваш Республикинче, Раççей Федерацийĕн регионĕсенче тата чикĕ леш енче сарасси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ӳстересси.

Задачисем:

− тĕнчере тăван кĕтесрен, тăван çĕртен, тăван чĕлхерен, тăван халăхран хакли нимӗн те ҫуккине тепĕр хут аса илтересси;

− чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси;

− чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме май туса парасси.

Çак Диктанта Комсомольскинчи 1-мĕш вăтам шкул вĕренекенĕсемпе вĕрентекенĕсем те тăрăшсах çырчĕç. Акцие пур класри ачасем те хутшăнма кăмăл турĕç. Диктант çыракансен йышĕ çулсерен ÿссе пыни тăван чĕлхе вĕрентÿçисене савăнтармаллипех савăнтарать. Пĕтĕм чăваш диктантне кăçал пурĕ 35 ача хутшăнма кăмăл турĕ.

Пурне те ăнăçлă ĕçленĕ ятпа саламлатпăр! Малалла та хастар пуласса шанатпăр!