Ача-пăча калавĕсем
И.Я. Яковлев хăйĕн пĕтĕм пурнăçне чăваш халăхне çутта кăларас ĕçе халалланă. Вăлах чăваш ача-пăча литературине никĕслекенсенчен пĕри пулса тăнă. Унăн калавĕсем асра юлакан сăнарлăхпа тата чĕлхе ансатлăхĕпе палăраççĕ. Хайлав сăнарĕсем (çынсем, чĕрчунсем, йывăç-курăксем) – пĕчĕк вулакансене ăнланма çăмăл та çывăх персонажсем. Чăваш ачисем пуçласа кĕнекесенче тăван халăх юмахĕсене, юррисене, халапĕсене, тупмалли юмахĕсемпе ваттисен сăмахĕсене вула пуçланă.
Иван Яковлевич Яковлев çырнă ача-пăча калавĕсене пĕчĕк шăпăрлансем паянхи кун та юратса вулаççĕ, унта вĕрентнисене ăша хываççĕ.
Чăваш Республикинчи Комсомольски муниципаллă округĕнчи «Библиотекăсен пĕрлештернĕ системи» муниципаллă бюджет культура учрежденийĕ ачасем валли «И.Я. Яковлевăн ача-пăча калавĕсем» ятлă онлайн-викторина йĕркелерĕ. Пĕтĕмпе 25 ыйту пулчĕ. Ун ыйтăвĕсене хуравлама 1700 ытла шкул ачи кăмăл турĕ.
Комсомольскинчи 1-мĕш вăтам шкул ачисем те ку ĕçрен аякра юлмарĕç. Викторина ыйтăвĕсене хаваспах хуравларĕç. Ку ĕçе чăваш чăлхипе литературине вĕрентекенсем ертсе пычĕç. Пурте ĕнентерÿ хучĕсем илме тивĕç пулчĕç.