Патшалăх символĕсен кунĕ

Патшалăх символĕсен кунĕ
Патшалăх символĕсен кунĕ




Ака уйăхĕн 29-мĕшĕ – Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунĕ. Патшалăх символĕсем çитĕнекен ăрăва патриот воспитанийĕ парас, тăван çĕре юратма хăнăхтарас ĕçре пысăк вырăн йышăнаççĕ. Çакна асра тытса Комсомольскинчи 1-мĕш вăтам  шкулта вĕрентекенсем 1-11 классенче информаци сехечĕсем ирттерчĕç. Çавăн пекех ÿкерчĕксем туса выставка йĕркелерĕç.


Гербпа ялавăн авторĕ - Элли Юрьев художник. Символсем çинчи тĕссем пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тĕттĕм хĕрли халăх ирĕк пурнăçа ăнтăлнине пĕлтерет, сарри вара - хĕвел тĕсĕ. Сарă тĕс мĕн авалтан чăвашсемшĕн чи хитри шутланнă.


Герб çине геральдика щичĕ ÿкернĕ. Унта эпир «Пурнăç йывăçне» куратпăр. Вăл халăх ĕмĕрсем хушши утса тухнă çула пĕлтерет.


Щит çийĕн ĕлĕкхи, хальхи тата малашнехи пурнăçа сăнлакан сакăр кĕтеслĕ виçĕ çăлтăр вырнаçнă. Сакăр кĕтеслĕ çăлтăр-чăваш тĕррин анлă сарăлнă элеменчĕ. Вăл илемлĕхпе хăтлăха пĕлтерет.Лента вĕçне ÿкернĕ хăмла пирĕн республика туса илекен пуянлăхăн - «симĕс ылтăнăн» сăнарне палăртать.


Чăваш Республикин Патшалăх ялавĕ - тăватă кĕтеслĕ пусма. Унта та эпир «Пурнăç йывăçне» куратпăр. Вăл та сакăр кĕтеслĕ виçĕ çăлтăрпа тăрăланать.


Чăваш Республикин Патшалăх гимнĕ - «Тăван çĕршыв». Сăмахĕсене Илле Тукташ, кĕввине Герман Лебедев çырнă. Гимн сăнарсен виçĕ çаврăмне пĕлтерет: çут çанталăк çĕнĕ пурнăçа сиссе чĕрĕлнине; çемьене-тăвансене, аттепе аннене, ачасене; «чăваш тĕнчинче» - Чăваш Республикинче - пурте пĕрлешсе килĕшÿллĕ пурăннине.


 Çак мероприяти ачасене хамăрăн Гимн, Герб, Ялав пурришĕн чăнласах та савăнмаллине, мăнаçланмаллине аса илтерчĕ.