Чăваш чĕлхи – тĕрĕк чĕлхи
Чăваш чĕлхи —
тăван чĕлхе,
Вăл пирĕншĕн
ĕмĕрлĕхе.
Вăл ĕлĕкхи, чи
авалхи
Мăн
асаттемĕрсен чĕлхи.
Эппин, сыхлар
ăна, упрар,
Типсе хăрмашкăн
парар мар.
Чĕлхе пĕтсен
пĕтет чăваш,
Уйла кăштах,
шутла, юлташ!
Чăваш
чĕлхи — тĕрĕк чĕлхисен пăлхар ушкăнне кĕрекен пĕртен-пĕр чĕрĕ чĕлхе. Вăл Чăваш Республикинче патшалăх чĕлхиcенчен
пĕри шутланать.
Чăвашла
хаçат-журнал, кĕнекесем, радио- тата телекăларăмсем тухаççĕ. Тĕнче тетелĕнче те
чăваш чĕлхипе çулран çул ытларах усă кураççĕ. Чăваш чĕлхи – сăмах тĕлĕшĕнчен
питĕ пуян чĕлхе. Вăл тĕнчери чи çепĕç чĕлхесен шутне кĕрет.
Чăвашсем
халĕ таçта та пурăнаççĕ. Хăйсен чĕлхипе калаçма вăтанмаççĕ. Чăвашăн мĕскĕнленме,
вăтанма нимĕнле сăлтав та çук. Тĕнчери пур халăх та пĕрех!
Нарăс
уйăхĕн 19-мĕшĕнче 8-а ачисем класс сехечĕ вăхăтĕнче «Чăваш чĕлхи — тĕрĕк чĕлхи»
темăпа калаçу ирттерчĕç. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Владимир
Геннадьевич ачасене тĕнчери чĕлхесем тĕрлĕ çемьесене пĕрлешни çинчен каласа
пачĕ, чăваш чĕлхи тĕрĕк чĕлхисен çемйине кĕнине пĕлтерчĕ.
Паянхи куна тĕрĕк чĕлхисен шутне 30 ытла чĕрĕ
чĕлхе кĕрет, темиçе ушкăна пайланать. Чăваш чĕлхи пăлхар ушкăнне кĕрет. Ку
ушкăнра текех чĕрĕ чĕлхесем çук, чăваш чĕлхи пĕртен пĕри çеç. Çавăн пекех
вĕрентекен чăваш чĕлхипе тĕрĕк çемйинчи ытти чĕлхесен пĕрпеклĕхĕсемпе
паллаштарчĕ, уйрăмлăхсем пирки те аса илчĕ.
Класс
сехечĕ ачасемшĕн кăсăклă пулчĕ. Вĕсем çĕннине нумай пĕлчĕç.