Словарь – кĕнекесен кĕнеки
«Сăмахра –
сăнар, словарьте - алфавит йĕркипе вырнаçтарнă пĕтĕм çут тĕнче…» теççĕ вĕреннĕ
çынсем. Ку ахальтен мар пулĕ.
Словарьсем икĕ пысăк ушкăна пайланаççĕ: филологи
словарĕсем тата энциклопеди словарĕсем. Филологи(лингвистика)
словарĕсем сăмахсен тĕрлĕ пĕлтерĕшне, тытăмне, мĕнле çырмаллине, каламаллине
т.ыт.те ăнлантарса параççĕ. Тытăмĕпе сăлтавне кура вĕсем тĕрлĕрен пулаççĕ:
куçару, терминологи, орфографи, орфоэпи, фразеологи, вырăнти калаçу словарĕсем,
ăнлантару словарĕсем т.ыт.те. Энциклопеди словарĕсем шутне тĕрлĕ япалапа пулăма
тата ăнлава тĕплен ăнлантарса паракан словарьсем кĕреççĕ. Сăмахран: вырăсла
пичетленсе тухнă «Детская энциклопедия», «Поэтический словарь», «Педагогический словарь», «Краткий
технический словарь» т. ыт. энциклопеди словарĕсем шутланаççĕ.
Словарь
тăвасси, пичетлесе кăларасси – питĕ кăткăс та йывăр ĕç. Акă Н. И Ашмарин
профессор хатĕрленĕ «Чăваш сăмахĕсен кĕнеки» тĕнчипе паллă словарь (пĕтĕмпе 17
том) шутланать. Автор ăна пĕтĕм пурнăç тăршшĕпе туса пынă, 37 çул ывăна
пĕлмесĕр ĕçленĕ. 1910 çулта Хусанта словарĕн пĕрремĕш томĕ, 1912 çулта иккĕмĕш
томĕ пичетленнĕ. Ыттисем 1928-1950 çулсенче пичетленсе тухнă.
Нарăс
уйăхĕн 20-мĕшĕнче 5-к класра чăваш чĕлхине вĕрентекенсем видеопрезентациллĕ урок
йĕркелерĕç. Унăн теми – «Чăваш чĕлхинчи словарьсем». Урок вăхăтĕнче шкул ачисем
словарьсен тĕсĕсемпе те паллашса ĕлкĕрчĕç, словарĕсене алла тытса та пăхрĕç,
интернетри сăмахсарсене кĕрсе кăткăс сăмахсене тупма та вĕренчĕç. Шкулти
вулаваш ертÿçи Людмила Михайловна каланă сĕнÿсене те ăша хыврĕç. Пĕтĕмĕшле
каласан, ку урок вĕренекенсемшĕн усăллă иртрĕ.