Пирĕн ентешсем – çыравçăсем

Пирĕн ентешсем – çыравçăсем
Пирĕн ентешсем – çыравçăсем



Комсомольски тăрăхĕ пултаруллă, талантлă  çынсемпе пуян. Паллă çыравçăсем хушшинче - сăвăç, юрăç  Кашкăр Микули, критик Н. Патман, прозаик Куçма Турхан, ача-пăча çыравçи Л. Таллеров, В. Шемекеев, Д. Гордеев тата ыттисем те. Вĕсен пултарулăхĕ – пирĕн наци пурлăхĕ.

 Ака  уйăхĕн 16-мĕшĕнче Комсомольскинчи 1-мĕш вăтам шкулта хамăр районта çуралса ÿснĕ мухтавлă ентеш çыравçăсене халалласа  «Пирĕн ентешсем –çыравçăсем»  паллаштару сехечĕ иртрĕ.  9 -10-мĕш классенче вĕренекенсем  малтан презентаципе паллашрĕç, ентешсем çырнă хайлав сыпăкĕсене итлерĕç. Кайран ачасенчен  чи   пултаруллисем  В. Шемекеев, Г. Чаржов тата ыттисен  сăввисене илемлĕ вуласа пачĕç.

Калаçу кăсăклă та усăллă пулчĕ. Хамăр тăрахри пултаруллă çыравçăсен кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе  вĕренекенсем туллин паллашма пултарчĕç.