Литература сехечĕ

Литература сехечĕ
Литература сехечĕ



Комсомольскинчи 1-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни малалла пырать. 5-мĕш классенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем «Эпĕ чăвашла вулатăп» литература сехечĕ йĕркелерĕç. Чăвашла вулас туртăма аталантарас  тĕллевлĕ мероприяти  2024 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче иртрĕ. Ачасем  чăваш литературинчи чи килĕшнĕ хайлавсене  суйласа илсе асра юлнă сыпăксене вуласа пачĕç. Кайран вулав дневникĕсемпе ĕçлерĕç.

Литература сехечĕ усăллă  пулчĕ. Вĕренÿ çулĕ вĕçленсе пынă май  вĕренекенсем  5-мĕш класра чăваш литератури урокĕсенче вĕреннине аса илсе пĕтĕмлетрĕç.