Сăвă вулакакнсен конкурсĕ

Сăвă вулакакнсен конкурсĕ
Сăвă вулакакнсен конкурсĕ



   Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Комсомольскинчи 1-мĕш вăтам шкулта 7-мĕш классем хушшинче «Тăван таврара» ятпа сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Конкурсантсем  чăваш  поэчĕсем тăван тавралăх çинчен çырнă сăввисене тĕрĕс те илемлĕ вуларĕç. Вĕренекенсем поэзии тĕнчине  кĕрсе кайса хайлав туйăмне, чĕлхе пуянлăхне кăтартма та пултарчĕç.  Ефремова Е., Маметова В., Волкова А., Пермякова А., Ульдина Д.  сăвва илемлĕ вулассипе чи пултаруллисем  пулчĕç.

   Конкурс кăсăклă пулчĕ, илемлĕ пуплев ăсталăхне аталантарма май пачĕ. Ачасен чăвашла вĕренес туртăмĕ татах та çĕкленчĕ.