Çеçпĕл Мишшине – 125 çул
Ака уйăхĕн 19-мĕшĕ – çеçпĕл кунĕ. Комсомольскинчи 1-мĕш вăтам шкулта 10-мĕш класра çак кун «Çĕн ĕмĕр Чăвашĕ – Çеçпĕл» темăпа вăйă-урок иртрĕ . 2024 çулта кăвар чĕреллĕ поэтăмăр Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 125 çул çитет. М.К. Кузьмин 1899 çулхи чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Канаш районĕнчи Касаккасси (халĕ Çеçпĕл) ялĕнче çуралнă. Вăл – чăваш поэзиĕн классикĕ, сăвă ăсталас реформаторĕ, прозăçă, драматург, тăлмач, ÿкерÿçĕ, патшалăх тата общество деятелĕ.
Урок пуçламăшĕнче вĕренекенсем Çеçпĕл Мишшин
кун-çулне аса илчĕç, поэтăмăра
хаклалланă презентаципе паллашрĕç. Малалла
тĕрлĕ ĕçсем туса пурнăçларĕç: кластер, клоуз тест, графикăлла тест, цифрограмма,
фишбоун, «паспорт». Вĕрентекен ачасем
туса хатĕрленĕ буклетсемпе кроссвордсене пăхса хак пачĕ.
Çеспĕл Мишши çамрăксен чĕринче паян кун та вут-кăварпа ялкăшать. Урок вĕçĕнче вуннăмĕшсем унăн сăввисене вуларĕç.