Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2024

Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2024
Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2024



2024 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Çемье çулталăкне, Чăваш Республикин Экологи культурипе çут çанталăка перекетлес çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне   халалланă  «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2024» акци  иртрĕ. Акцин тĕп тĕллевĕ – халăха чăваш чĕлхине вĕренме явăçтарасси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.

Комсомольскинчи 1-мĕш вăтам шкулта диктант çырма кăмăл тунисем  304 пÿлĕме пуçтарăнчĕç.  Вĕренÿ акцине пурĕ 30 çын хутшăнчĕ: 25 ача тата 5 вĕрентекен.  Диктанта  13.00 сехетре Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăкĕсен театрĕн актриси Алевтина Сем́ёнова вуларĕ. Кăçалхи текста Çемен Элкер çырни тăрăх йĕркеленĕ. Диктант «Чăваш вăрманĕсем» ятлă пулчĕ.